Вăрçă ачисене социаллă пулăшу кÿрес енпе çĕнĕ саккун проектне хатĕрлеççĕ
Республикăра вăрçă ачисене социаллă пулăшу кÿрес енпе çĕнĕ саккун проектне хатĕрлеççĕ. Вăл Тăван Çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă тĕле 14 çултан кĕçĕнрех пулнă ачасене пырса тивĕ. Саккун проектне хатĕрленĕ май, эпир вăрçă ачисем ята илме тивĕçлисен шухăшне пĕлес терĕмĕр.